Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тире (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

65§. Шухӑша уҫӑмлӑрах, калас тенине палӑртуллӑрах тӑвас тӗллевпе подлежащипе сказуемӑй е вӗсен ушкӑнӗсем хушшине тире лартаҫҫӗ, сӑмахран: Ӗмӗр ирттересси — уй урлӑ каҫасси мар (Ваттисен сӑмахӗ). Лӑпкӑ халӑх — пул паттӑр (Ҫеҫпӗл М.).

Асӑрхаттарнисем. 1. Шухӑш уҫӑмлӑхӗ ҫителӗклӗ, ӑна хушса палӑртма кирлӗ мар чухне подлежащипе сказуемӑй е вӗсен ушкӑнӗсем хушшине тире лартмаҫҫӗ, сӑмахран: Вилнӗ ҫын тӑпри вӑл ҫак тӑпра (Ҫеҫпӗл М.).
2. Шухӑша палӑртуллӑрах, уҫӑмлӑрах тӑвас тӗллевпе предложенин кирек хӑш пайне те тире лартса уйӑрма юрать, сӑмахран: Пӗччен чух — шухӑшлама-ӗмӗтленме ирӗк (Ю. Скворцов).

66§. Тирене каламасӑр хӑварнӑ сӑмах вырӑнне лартассё. Сиктерсе хӑваракан сӑмахӗ тем тӗрли те пулать — хӑй пӗлтерӗшли те, пулӑшу сӑмахӗ те. Тӗслӗхрен: Асатте кил хушши тытать, асанне — пӳрт ӑшши. Ал-ура — ӗҫлеме, ик хӑлха — итлеме, чӗлхе — пӳплеме (Ваттисен сӑмахӗсем).

67§. Пӗлтерӗшӗ тӑрӑх пӗр-пӗрне хирӗҫле пулнине кӑтартма хутсӑр предложени пайӗсем хушшине те, хутлӑ предложени пайӗсем хушшине те тире лартаҫҫӗ, ку пӗлтерӗш интонацире те палӑрать, сӑмахран: Кин пултӑм — хунемене юраймарӑм, хунеме пултӑм — кине юраймарӑм (Ваттисен сӑмахӗ). Вӑрманта пурӑнма лайӑх та — ӳпре-пӑван йӑлӑхтарать (А. Талвир).

68§. Хӑвӑрт пулакан е кӗтмен ӗҫе палӑртакан сӑмахсем умӗн хутсӑр предложенире те, хутлинче те тире лартаҫҫӗ, тӗслӗхрен: Пахаҫҫӗ те ар ҫынсем тӗпел кукринелле — тӗлӗннипе юпа пек хытса тӑраҫҫӗ (И.Мучи). Чӗлӗме чӗртсе те яраймарӑм — Ваҫҫа тепӗр енчен куян ҫакса та тухрӗ (К. Чулкаҫ).

69§. Хыҫҫӑнхи ӗҫ умӗнхин результачӗ е следствийӗ пулнине кӑтартма та хутсӑр е хутлӑ предложени пайӗсем хушшине тире лартаҫҫӗ, тӗслӗхрен: Лайӑх канатӑн — чир-чӗре манатӑн, канаймастӑн — малалла каяймастӑн (А. Ӗҫхӗл). Кӳлле кайса тӗллевсӗр турт та ухӑ — йӗппи шампа пулла ҫакланӗ ун (Я. Ухсай).

70§. Пӗр йышши членсем (е предложенисем) хыҫҫӑнхи пӗтӗмлетӳ сӑмах умӗн тире лартаҫҫӗ, тӗслӗхрен: Урамра, пахчасенче, картишӗнче — пур ҫӗрте те йывӑҫ (К. Турхан).

Асӑрхаттарнисем. 1. Пӗр йышши ярӑм вӗҫленнине пула сасӑ анма тытӑннине кӑтартма ҫав ярӑм хыҫҫӑн тире лартаҫҫӗ.
2. Пӗр йышши ярӑм хыҫҫӑнхи тире умӗн текст тӑрӑх запятой пулма пултарать: запятой ун пек чухне предложенисене уйӑрать, тире — хыҫҫӑнхи сыпӑка умӗнхипе хирӗҫлетет.

71§. Пӗр йышши ушкӗнсен ярӑмӗнчи юлашки сыпӑк пӗлтерӗшӗпе умӗнхисемшӗн пӗтӗмлетӳллӗ пулма пултарать (ун ҫинчен те интонаци асӑрхаттарать). Ун пек чухне ярӑмри юлашки сыпӑк умӗн тире лартаҫҫӗ, тӗслӗхрен: Таруҫ йӑрӑс пӳллӗ, ҫинҫе пилӗклӗ — тирпейлӗ ҫыхнӑ ыраш кӗлти пек (А. Артемьев).

Асӑрхаттарнисем. 1. Пӗтӗмлетӳ сӑмахӗ пӗр йышши ярӑм умӗн те, хыҫҫӑн та пулма пултарать. Ун пек чухне пӗр йышши ярӑм умӗн те, хыҫҫӑн та тире лартма юрать, сӑмахран: Хӑйӗн сийӗнче мӗн пур — ятсӑр пӳрнинчи ахахлӑ ҫӗрри те, уҫӑ кӑкӑрне витсе тӑракан чӑлт шурӑ чӗнтӗр те, кӑтра ҫӳҫӗнчи хӗрлӗ чечек те — пурте чун кӗнӗн ялкӑшса тӑраҫҫӗ.
Е ҫакнашкал: Ӑна йӑлтах ҫак кунсенче е маларах пулса иртнӗ ӗҫсем те, кӗҫӗр Атӑл хӗрринче пӗччен шӑнса савнине кӗтни те, хӗрлех ватӑлнӑ Анна Ивановна та, ҫак телейлӗ мӑшӑр та — йӑлтах тахҫан тӗлӗкре курнӑ мӗлкесем пек ҫеҫ туйӑнчӗҫ (А. Артемьев).
2. Текст условине кура пӗтӗмлетӳ сӑмахӗ пӗр йышши ярӑм умӗн кӑна чухне те пӗр йышши членсене тирепе уйрӑмлатма юрать, тӗслӗхрен: Пурнӑҫра пур япаларан та — турӑран, усал-тӗселтен, ял-йышран, тӳре-шараран (пуринчен ытла — тиекрен) — хӑрама вӗреннӗскер, вӑл каҫхине хӑйне, чаплӑ хуҫа пекех, ирӗклӗн те хӑюллӑн тытнӑ (Хв. Уяр).

72§. Умӗнхи сӑмахсен пӗлтерӗшне уҫса паракан сӑмаха е сӑмах ушкӑнне икӗ енчен те тире лартса уйрӑмлатма юрать (запятой лартасси ҫинчен 44-мӗш параграфа вулӑр). Кун пек сӑмахсене, запятойпа уйрӑмлатнӑ чухнехи пекех, уйрӑмлату интонацийӗпе вулаҫҫӗ. Тӗслӗхрен: Ача-пӑча — чи шавлӑ халӑх — пулла чупать хавасланса (А. Алка).

73§. Хӑш-хӑш чух шухӑш уҫӑмлӑхӗшӗн предложенин пӗр-пӗр сыпӑкне умӗнхи сӑмахсенчен уйӑрарах калани те ҫителӗклӗ, интонаципе уйрӑмлатни кирлӗ мар. Унашкал чухне ҫав сыпӑк умӗн тире лартаҫҫӗ, хыҫҫӑн нимӗн те лартмаҫҫӗ, тӗслӗхрен: Ухтиван темиҫе ҫул хушши ҫитсе ӳкме ӗмӗтленнӗ ҫӗре — ялне ҫитет (Хв. Уяр).

74§. Хутсӑр е хутлӑ предложенин иккӗмӗш пайӗ пӗрремӗшне мӗн енчен те — пулин ӑнлантарнӑ чух та вӗсем хушшине тире лартма юрать (икӗ точка лартасси ҫинчен 62, 63-мӗш параграфсене вулӑр), сӑмахран: Ҫартан таврӑнакан салтака пӗр пысӑк шухӑш канӑҫ памасть — малашнехи пурнӑҫ ҫулне тӗрӗс суйласа илесси (А. Артемьев).

75§. Кӳртӗм предложенисене тире лартса уйӑрма юрать (запятой лартасси ҫинчен 53-мӗш параграфра, скобка лартасси ҫинчен 78-мӗш параграфра ҫырна), тӗслӗхрен: Тимӗр кӑвак лашапа, ҫуни ҫине — тӗплӗн асӑрхаса та юлаймарӑм — виҫҫӗн ларнӗччӗ пулмалла (Илпек М.).

76§. Вӑхӑт е хисеп виҫине, инҫет тӑршшӗне кӑтартакан икӗ сӑмах хушшине тире лартассё, сӑмахран: 39-мӗш номерлӗ Мускав — Варшава рейс; 1905—1907 ҫулсенчи революци.

77§. Пӗр-пӗр теорие, вӗрентӗве е ӑслӑлӑх учрежденине икӗ пайӑр ятпа палӑртнӑ чухне вӗсем хушшине тире лартаҫҫӗ: Бойль—Мариотт законӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-10 11:30:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 368 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем